|
Чӑваш чӗлхи
![]() Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 10-мӗш фестиваль иртӗ. Чӑваш Республикин Вӗрену институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале тӑватӑ енпе хутшӑнма май килӗ: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнса чӑвашла уроксем кӑтартса парӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗсен конкурсӗ иртет. Кун пирки Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси». Конкурс кӗретсӗр иртет. Конкурса хутшӑнакансен текста https://forms.yandex.ru/u/69c0ce6a90290277678e502d/ каҫӑпа ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ярса памалла. Текстра 130-150 сӑмахран ытла пулмалла мар. Конкурса хутшӑннисене сертификат парӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнтарса парӗҫ. Конкурса йӗркелекенсемпе 8 (8352) 58-47-19 (106); 58-37-89 (139) телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫыхӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() aksubayevo.ru сайтри сӑн Тутарстанри Аксури 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗренекен класс пур. Унта пӗрремӗш классем чӑваш чӗлхине ӑса хываҫҫӗ, чӑвашла вулаҫҫӗ. Шӑпӑрлансем вырӑс чӗлхипе пӗрле чӑваш азбукине те вӗреннӗ. Ячӗшӗн кӑна мар. Вӗсем регион шайӗнче иртнӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса та хутшӑннӑ. Конкурсра пӗрремӗш класс ачисем онлайн-мелпе чӑвашла мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйсем вуласа тухнӑ юмахсем тӑрӑх картинӑсем ӳкернӗ те вӗсене конкурса ярса панӑ. Пурте сертификата тивӗҫнӗ. Настя Чистовӑна вара I степень Дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() obr.belregion.ru сайтри сӑн Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ. Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ. Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ. Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: https://fup.chuvgpu.ru Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи истори, филологи, управлени тата право факультетӗнче студентсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директорӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ирина Кириллова тӗл пулнӑ. Тӗп сӑмах Чӑваш чӗлхин наци корпусӗ валли материал пухасси тавра пулнӑ. Пулас филологсемпе вӗрентекенсем корпус ӗҫӗпе паллашнӑ, ӑна мӗнле йӗркеленине пӗлнӗ. ЧПГӐИ ӑсчахӗсем студентсен тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ: ҫамрӑксем хальхи технологисене хӑвӑрт алла илме пултарни ҫӗнӗ текстсене пухма пулӑшать. Татьяна Денисовӑпа Николай Осипов преподавательсем каланӑ тӑрӑх, ку проекта хутшӑнни студентсене чӗлхе пӗлӗвӗн базипе ӗҫлеме хӑнӑхтарать. Тӗлпулу хыҫҫӑн студент ушкӑнӗсене йӗркелесе, материал пухассипе ӑна йӗркелессине пуҫлама палӑртнӑ. Ку пӗрлехи ӗҫ чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк утӑм пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Яндекс. Куҫаруҫӑра» чӑваш чӗлхи Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен хушшинче ТОП-3 йыша лекнӗ. Кун пирки компани пресс-служби пӗлтерет. Ҫынсем «Яндекс. Куҫаруҫӑра» ытларах тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курнӑ. Кайранхи вырӑнсенче – мари, якут, удмурт, осетин, тува, ту-мари тата кабарда-черкес чӗлхисем. Палӑртса хӑварар: кунта вырӑс чӗлхине шута илмен. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра «Яндекс. Куҫаруҫӑра» Раҫҫейри халӑхсен 18 чӗлхипе усӑ курма пулать. Ҫав йышра сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем те пур. Ют чӗлхесене илес тӗк, халӗ те яланхи пекех анлӑ усӑ курнӑ чӗлхесен йышӗнче — акӑлчан чӗлхи. Иккӗмӗш вырӑнта — китай чӗлхи. Вӑл 2022 ҫулта списокра 5-мӗш вырӑнта кӑна пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: mosaica.ru Чӗмпӗрте «Губернаторский» халӑх туслӑхӗн керменӗнче тӑван чӗлхе тата литература вӗрентекенсен хушшинчи форум иртнӗ. Унта 1,2 пин ытла хутшӑнакан пухӑннӑ: вӗрентекенсем, студентсем, наци диаспорисен ҫыннисем тата кӳршӗ тӑрӑхри хӑнасем. Форумра тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене упрасси тата вӗсене шкулта вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсене сӳтсе явнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗренӳ организацийӗсенче вырӑс, тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ, этнокультура тӗлӗшӗнчен 17 пин ытла ача пӗлӳ илет. Форум программине вӗрентекенсен семинарсем тата ӑсталӑх лаҫҫисем кӗнӗ, вӗрентекенсем хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Мӑкшӑ Республикин вӗренӳ министерствин ҫумӗ Михаил Аверкин та хӑйӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Форум умӗн облаҫре чӗлхесемпе йӑласене халалланӑ 900 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 40 пин ытла ача хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: cap.ru Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене — Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет. Куравӑн тӗп вырӑнӗнче — тӗпчевҫӗсем хӑйсен пурнӑҫне халалласа хатӗрленӗ паллӑ словарьсем. Сӑмах май, Владимир Даль хӑй вырӑс пулман, Николай Ашмарин вара вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем тӗпченӗ халӑх чӗлхине чунтан юратнӑ. Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулӗ. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Тӗрлӗ вӑйӑсемпе викторинӑсем вара курава кӑсӑклӑрах тӑвӗҫ. Уяв марафонӗ шайӗнче уҫӑлнӑ курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: vk.com Ҫак кунсенче тӗп хулара чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗлтерӗшлӗ хула семинарӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми теорирен пуҫласа инновациллӗ практикӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫлессине ҫутатасси пулнӑ. Семинарта «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ — 2026» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ тата малти вырӑнсене йышӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара 30-мӗш шкулти Ольга Сильева педагог та хутшӑнчӗ. Хальхи вӑхӑтра урок ачасемпе чӗрӗ диалог йӗркелесси, вӗсене хастар тӗпчевҫӗ пулма пулӑшасси пирки сӑмах хускатрӗҫ. Уҫӑ уроксемпе мастер-классенче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем ачасен тимлӗхне тыткӑнлама тата кулленхи пурнӑҫра ирӗклӗ калаҫма май паракан вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Тухса калакансем паянхи педагог чӗлхеҫӗ кӑна мар, психолог та, технологисене пӗлекен ӑстаҫӑ та пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗрентекенсене чи актуаллӑ практикӑна ӗҫе кӗртме тата чӑвашла вӗрентес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
